Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕрентекене асра тытса

"Паттăр" ФСК спорт залĕнче районти шкулсенчи 5-6 классенче вĕренекенсем хушшинче баскетбол турнирĕ иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн çут ĕç отличникне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне, вăхăтĕнче нумай çул Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçленĕ А. Инжана халалланă.

Турнира Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Туçари, Шăнкăртамри Э. Феизов профессор ячĕллĕ тата пĕрремĕш вăтам шкулсенче вĕренекенсен 7 команди хутшăнчĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 6 в тата а классенче вĕренекенсем йышăнчĕç. Виççĕмĕшĕнче - Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул ачисем.

Мала тухнисем "Паттăр" ФСК дирекцийĕн грамотисемпе медалĕсене, Анатолий Сергеевич мăшăрĕнчен Мария Викторовнăран пылак парнесене тивĕçрĕç. Аслăрах çулхисем А. Инжана лайăх пĕлеççĕ. Вăл Патăрьелĕнче çуралса ỹснĕ, педучилищĕре вĕреннĕ хыççăн Канашри учительсен институтĕнче пĕлỹ пухнă. 1953 çулта Алманчăри вăтам шкулта ачасене географи тата биологи предмечĕсене вĕрентнĕ. Çар службинчен таврăнсан та çакăнтах ĕçленĕ. 1962-1965 çулсенче районти çут ĕç пайĕн инспекторĕ пулнă. Каярахпа, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех, Патăрьелĕнчи вăтам шкулта ачасене физкультурăпа вĕрентнĕ. Тренер-вĕрентекен паллă спортсмен сахал мар хатĕрленĕ. Вăл шутра çăмăл атлетикăпа СССР тĕнче класлă спорт мастерĕ, СССР чемпионки, çăмăл атлетикăпа 5 çухрăмлă кросра СССР кубокне тивĕçнĕ, кĕске тата вăрăм дистанцисенче темиçе хутчен те Раççей тата Чăваш Ен чемпионки пулнă Ф. Краснова, дзюдо тата самбо енĕпе спорт мастерĕ В. Фролов, çăмăл атлетикăпа спорт мастерĕ З. Сорокина, йĕлтĕр спорт мастерĕ Ю. Малин тата ыттисем те пур.

Анатолий Сергеевич районти тата республикăри физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнă.

А. АСТРАХАНЦЕВА



11 декабря 2018
13:34
Хроника
Поделиться