Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

Текста интернет валли хатĕрлесси


Аслă Арапуç ялънче пурăнакан Яковлевсен пысăк савăнăç. 2019 çула вĕсем икĕ хутлă çĕнĕ кирпĕч çуртра кĕтсе илĕç. Ăна пилĕк тата ытларах ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăпа килъшуллĕн туянса панă. Çапла майпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 2009 çултанпа нумай ачаллă 23 çемьене пурăнмалли вырăнпа тивъçтернĕ.  2018 çулта нумай ачаллă виçĕ çемье валли çурт туянма 8 млн тенкĕ уйăрнă. Сăкăтри тата Аслă Арапуçри çемьесене çĕнĕ çурт çăраççисене панă ĕнтĕ. Раштав уйăхĕн вĕçĕнче Шăнкăртамра нумай ачаллă тепĕр çемье çĕнĕ çурт ĕçкине паллă тăвĕ. Аслă Арапуçри 5 ачаллă Яковлевсене çĕнĕ çурт панă ятпа йĕркеленĕ уява райадминистраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Никитин, ялти культура ĕçченĕсем хутшăннă. Рудольф Васильевич пысăк çемьене çирĕъп сывлăх, телей суннă. Кил хуçи хĕрарăмĕ те парăмра юлман, республика, район ертулĕхне пулăшу кунĕшĕн чĕререн тав тунă. 108 тăваткал метрлă çурта Вячеслав Краснов усламçăран 3 млн тенкĕпе туяннă. Хăнасем çурта кĕрсе курнă, Яковлевсене асăнмалăх парнесемпе хавхалантарнă.

Хыпар, 21.12.2018



21 декабря 2018
13:47
Хроника
Поделиться