Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Килĕрех, курăрах, кану паркĕнче савнăрах!

Килĕрех, курăрах, кану паркĕнче савнăрах!

 Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕ Пăлапуç Пашьел  ялĕшĕн яланлăхах асра юлĕ. Çак кун  ял-йыш юсав ĕçĕсене туса пĕтернĕ хыççăн кану паркне  чыслăн, савăнăçлă лару-тăрура уçма пухăнчĕ. Ырă çынсен пуçарăвĕпе, патшалăх пулăшăвĕпе çĕнелнĕ те ĕнтĕ ялти  кану паркĕ.

  Хăтлă сцена патнех илсе çитерекен тротуарсем, икĕ енĕпе лартса тухнă илемлĕ беседкăсемпе  çутă паракан юпасем, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем валли ятарласа тунă лаптăк,  чăвашсен  ĕлĕкхи алĕç хатĕрĕсене  кăтартмалли çурт, футбол лаптăкĕ … Пурне те курса хĕпĕртерĕ пуçтарăннă халăх.

Малашне куракансем те çивитти айĕнче хĕртсе пăхакан хĕвелтен те, çумăртан та хăрамасăрах  тимĕртен авса тунă саксем çинче ларса концертсем курма пултарĕç.

Уява  хăнасем чылайăн килсе çитрĕç. Вĕсем хушшинче: çак пархатарлă ĕçе пуçарса яракансем, хамăрăн тăван ен илемĕшĕн тăрăшакансем, юсав ĕçĕсене  тăвакансем…   Культурăпа кану паркĕ уçăлнине халалласа  хĕрлĕ хăйăва  Патăрьел район  администрацийĕн  пуçлăхĕ  Рудольф Селиванов, Пăлапуç Пашьел ял тарăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин, Чăваш Патшалăх Канашĕн  депутачĕ  Олег Мешков, «Стройэнергосервис» тулли мар яваплăхлă  пĕрлешÿ директорĕ Александр Нягин  хисеплĕ  çынсем касрĕç.  

  Уяв программине ертсе пыракан ялти культура çурчĕн ертÿçи Елена Иванова  пурне те сцена патне йыхравларĕ.

  Паянхи куна  пирĕнпе пĕрле ирттерме, пирĕн савăнăçа  пĕрле пайлама  хисеп туса килнĕ хăнасем тухса калаçнă хыççăн уяв концерчĕ пуçланчĕ.   

  Православи тĕнне ĕненекенсем август уйăхĕнче виçĕ Сăпас уявлаççĕ. Пыл Сăпасĕ августăн 14-мĕшне килет, 19-мĕшĕнче - панулми, 28-мĕшĕнче мăйăр Сăпасĕ. Зот Степанов ертсе пыракан  «Пашьел» халăх фольклор ушкăнĕ  ĕлĕкхи йăла-йĕркене тытса пырса, халăх умне  çак виçĕ уявпа çыхăннă юрă-кĕвĕпе  тухрĕ. Ялти вăтам шкулти пултаруллă хĕрсемпе яшсем  çак вăхăтрах ташăпа савăнтарчĕç.   

  Йыхрава хапăл тунă  Аслă Чемен тата Ишлĕ ял тăрăхĕсенче йĕркеленнĕ  «Чемен» тата «Мерчен» пултарулăх  ушкăнĕсем те  килсе çитнĕ. Вĕсен юрри-ташшисем уява илем кÿчĕç.

 Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнчи  Нина Тихонова музыка вĕрентекенĕ  ертсе пыракан  гитарăпа вылякансен ушкăнĕсĕр, уйрăм, дуэтпа  юрлакан çамрăксемсĕр пĕр концерта иртмест.

  Вера Вариковапа Вадим Мешков юрăçсене куракансем яланах хапăл. Хальхинче те чылайччен алă çупса ăсатрĕç вĕсене.

  Уяв концертне ялти вăтам шкул ĕçченĕсен хорĕ «У моей России очи голубые» тата «Мĕн çитмест-ши пурнăçра» юрăсемпе вĕçлерĕ.  

  Каçхине çамрăксем çĕнелнĕ паркра ташă каçĕ ирттерчĕç.

 Пашьел ял халăхĕ çак ырă ĕçе пуçарса, йĕркелесе яракансене  тав тăвать.  Малашне кашни кун çакăнта уçăлса çÿрекен ачисемпе амăшĕсене те, мăнукĕсене çавăтса килекен кукамай-кукаçисене те  курасса шанать ял халăхĕ.  Ял уявĕсем, тĕрлĕ концертсем çак сцена çинче иртессе шансах тăрать.

Савăнăç çеç кÿтĕр çак лапам!

Фоторепортаж:



16 августа 2019
19:33
2019 год,
Хроника
Поделиться