Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕрентекенсене чысланă

Октябрĕн 3-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн керменĕнче Вĕрентекен кунне халалласа савăнăçлă уяв иртнĕ. Учительсен паллă пулăмне пĕрле пайлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Маловпа Леонид Черкесов кăмăл тунă, суйласа илнĕ ĕçе тỹрĕ кăмăлпа яваплăха туйса пурнăçласа пынăшăн тав тунă.

Сăмах май, республикăри шкулсенче 2019-2020 вĕренỹ çулĕсенче 10956 педагогика ĕçченĕ вăй хурать. Вĕсенчен 9500-шĕ - учительсем. Чăваш Республикинчи вĕрентỹ тытăмĕ "Вĕрентỹ" наци проектне пурнăçа кĕртме хастар хутшăнать. "Чăваш Республикинче пурăнакан халăхăн пурнăç пахалăхне ỹстермелли хушма мерăсем çинчен" калакан Указпа килĕшỹллĕн çитес çул вĕрентỹ учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме 1,2 млрд тенкĕ уйăрни чăннипех те савăнтарать.

Республикăра йĕркеленĕ уява район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова ертсе пынипе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи педагогсен делегацийĕ те хутшăннă.

Ĕнер вара Вĕрентекен кунне районта паллă турĕç. Сумлă мероприяти мĕнлерех иртнипе хаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕнрех паллаштарăпăр.

А. ИВАНОВ

Авангард



08 октября 2019
09:45
Хроника
Поделиться