Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Проект культура еткерлĕхĕпе çыхăннă

Иртнĕ çулхи май уйăхĕнче "Исток" çĕр ĕç фирми Кĕçĕн Патăрьелĕнчи регион пĕлтерĕшлĕ культура еткерлĕхĕ шутланакан территоринче тирпей-илем кĕртме пикенчĕ. Кунтах 1918 çулта шурă гвардеецсемпе çапăçса пуç хунă Петр Крепков комиссарпа унăн юлташĕсен вилтăприйĕ, паттăрсене асăнса лартнă палăк пур. Юнашарах çил арманĕ те упранса юлнă. Урăхла каласан, çакă районшăн та, республикăшăн та истори пĕлтерĕшлĕ вырăн.

Культура еткерлĕхĕ шутланакан территорие тирпейлемелли проекта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Юрий Ювенальев тата Сергей Ювенальев художник-дизайнер хатĕрленĕ. Çак кунсенче кунта тулли мар яваплă "Зеленстрой" пĕрлешỹ ĕçченĕсем йывăçсемпе тĕмсем лартма пикеннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнĕ май палăка та юсаса çĕнетеççĕ. Сăмах май каласан, иртнĕ çул çак территоринчех часовня уçрĕç. Ăна Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн епископĕ Феодор сăвапларĕ.

Паян районта ялсене тирпей-илем кĕртес, çынсене канма, пурăнма кирлĕ услови туса парас, çав вăхăтрах халăх историйĕпе, культурипе çыхăннă вырăнсене пăхса тăрас тата çĕнетес тĕлĕшпе ытти ялсенче те ырă ĕçсем пыраççĕ. Акă, кăçал çеç тĕнчипе паллă профессилле художникăн А. Кокелĕн тăван ялĕнче - Турханта - унăн творчествипе, пурнăçĕпе çыхăннă реставрациленĕ музей-çуртне уçрĕç. Иртнĕ çул Тикеш хулаш пулнă вырăнта археологин тĕпчев ĕçĕсем пуçланчĕç тата ытти те. Çаксем пурте район историне туллин пĕлме пулăшакан пархатарлă ĕçсем. Унсăр пуçне, паллах, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче туристсем валли çул çỹрев маршручĕсем уçăлĕç. Вăл шутра Кĕçĕн Патăрьелĕнчи регион шайĕнчи культура еткерлĕхĕ те хăнасене хапăл тăвакан вырăн пулĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



21 апреля 2020
10:42
Хроника,
2020 год
Поделиться