Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çамрăклăх илĕртỹллĕ

 Вĕренỹ çулĕ вĕçĕнче шкулсенче пĕлĕве дистанциллĕ мелпе илни ачасене вĕрентекенсемпе çавнашкал çыхăнăва малалла та тăсма май парать. Акă, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти 9 а класс ертỹçи Г. Пазюкова çитĕнекен ăрăва кирлĕ канаш-сĕнỹ халĕ те парать. Пĕринче ачасемпе наркотик пирки сăмах пуçарчĕ. Ăна тутанни вилĕм патне илсе çитернине каларĕ.

Тепринче вĕрентекен илĕртỹллĕ çамрăклăх çинчен сăмах хускатрĕ. Кашни çыншăн асра юлмалли хаваслă вăхăт-çке вăл. Тăххăрмĕшсемшĕн пушшех те. Малалла вĕренме кайма ĕмĕтленме пулать. Професси илес шухăша пурнăçа кĕртме май пур. Шырас, тĕпчес килет. Паянхи шкул ачисем, студентсем, çамрăксем çĕршыв малашлăхне татса паракансем пулаççĕ-çке.

А. ИВАНОВА.

Авангард



28 июля 2020
11:00
Хроника
Поделиться