Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çырла татаççĕ, кăшман кăлараççĕ

«Кăçал хура çырла хура хурлăхан пек шултра. Кусене хĕрĕмпе ывăлăм пуçтарчĕç», - хавхаланса калаçрĕ çул çинче тĕл пулнă, Патăрьеле васкакан водитель. Вăрманăн пылак çимĕçне вăл Патăрьел пасарĕнче сутать. Пĕр витре хура çырла паянхи кун 1 пин тенкĕрен кая мар тăрать. Ишлĕ Шетмĕ, Ульяновка, Люля, Пăлапуç Пашьел ялĕсенчи ачасем çуллахи каникул вăхăтĕнче ахаль лармаççĕ, витре йăтса кашни кунах вăрмана çырла пухма чупаççĕ. Çапла майпа кăштах нухрат ĕçлесе илеççĕ.

Хальхи ачасене çи-пуçран ытларах тĕрлĕ техника, телефонсемпе гаджетсем интереслентереççĕ. Пирĕн вăхăтри пек укçа-тенке ашшĕ-амăшне шкула каймашкăн çи-пуç туянма памаççĕ ачасем. Апла пулин те ĕçлени паха. Вăхăта усăсăр ирттермеççĕ, йытă хăваласа чупмаççĕ.

Эпир ачалăх çулĕсенче, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче, виçĕ уйăха яхăн колхозра ĕçлеттĕмĕр. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне пахча çимĕç бригадинче купăста, помидор шăвараттăмăр. Аслă классене çитсен аслисемпе тан утта çуренĕ, çĕр улми çумланă, йĕтем çинче ĕçленĕ. Аслисемпе тан укçа ĕçлесе илнĕ. Унсăр пуçне çĕртме уйăхĕн малтанхи вунă кунĕнче шкула практикăна чупнă. Шкул пахчинчи йăрансене çум курăкран тасатнă. Ĕç урокĕсене ертсе пыракан вĕрентекен кашнин ятне журнал çине палăртса пыратчĕ. Колхозра ĕçлесе килнĕ хыççăн килти пахчара ĕçлемеллеччĕ, аттепе аннене выльăх-чĕрлĕх пăхма пулăшмаллаччĕ. Аслисене колхозра выльăх кăшманĕ çумлама пай уйăрса паратчĕç. Унта та пилĕк авнă. Таçта та ĕлкĕрнĕ. Ывăнма пĕлмен, тус-юлташпа пĕрле ĕçлени хавхалантарнă. Чăваш хăйĕн ачисене ĕçпе воспитани парать. Çакă тĕлĕнмелле лайăх. Колхоз-совхоз кĕрлесе тăнă вăхăтра уснĕшĕн хама телейлисен йышне кĕртетĕп. Пире ĕçе юратма вĕрентнĕ.

Халĕ самани урăхларах. Вырăнти ял хуçалăх кооперативĕсенче ĕçсене ытларах техникăпа пурнăçлаççĕ. Шкул ачисемпе çамрăксен пулăшăвĕ кирлех мар. Шкул çумĕнчи пахчана та вĕренекенсем ячĕшĕн кăна çурекелеççĕ. Кăçал коронавирус инфекцийĕ сарăлнăран унта та каяймарĕç. Пандемие пула кану лагерĕсем те вĕренекенсене йышăнаймарĕç…

Патăрьел районĕнчи ачасен алă усса ларма чăнахах та вăхăт çук. Укçа ĕçлесе илес текенсем Туçа тăрăхне севок сухан кăларма та çурерĕç. Ку енĕпе ĕçлекен хуçалăхсем шкул ачисене ялсене пырса илчĕç. Кайран леçсе хăварчĕç. Кунне 1 пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ вĕренекенсем. Хальхи вăхăтра çамрăк ĕçченсем сутлăх хĕрлĕ кăшмана кăларма çуреççĕ. Кунта та кунне 1-ер пин тенкĕ укет. Тури чăвашсен ачисем çĕр çырли плантацийĕсене çуренĕ, виктори татнă. Унсăр пуçне хăш-пĕр районта шкул ачисем сиплĕ курăк пуçтарса типĕтеççĕ, Чăвашпотребсоюз лавккисене парса укçаллă пулаççĕ. Аван вĕт, э. Ан уркен кăна - тыткаламалăх укçа ĕçлесе илме пулать. Кунта çакна та палăртмалла, ял ачисемпе пĕрле хуларан асламăшĕ-кукамăшĕ патне килнисем те, кăмăл тăваканнисем, ял ачисенчен юлмаççĕ. Пирĕн вăхăтра та хуларан килнисем колхоза çуретчĕç.

«Ачана ĕçе пĕчĕкрен хăнăхтармалла. Çитĕнсен кăна вĕрентейместĕн. ЭпирĔ 60-70-мĕш çулсенче, шкул ачисене ĕçлеттерсе воспитани панă. Çакăншăн вĕренекенсем паянхи кунчченех тав тăваççĕ. Ачасене ĕçрен пăрмалла маар. Ĕç шăпăрлансене çын пулма пулăшать», - шухăшне палăртрĕ Елчĕк салинче пурăнакан СССР халăх учителĕ Петр Никифоров. Эпир унпа паянхи ачасем вăй-хал ĕçне питех кăмăлламанни пирки сăмах пуçартăмăр. Интернета, социаллă сетьсене кăмăллаççĕ хальхи ачасем. Паянхи ашшĕ-амăшĕн, учительсен çакăн пек туртăм пулсан та ачасене ĕçе юратма вĕрентмелле пек.

Ĕçпе тивĕçтерекен центрсем те çакна тĕпе хураççĕ. Калăпăр, çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре çул çитмен 625 çамрăка саккун йĕркине пăхăнса ĕçпе тивĕçтернĕ. Кăçал Шупашкарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра 14-17 çулсенчи 643 яш-хĕр пулăшу ыйтма пынă. 73 çамрăкпа вăхăтлăх ĕçе вырнаçни çинчен калакан килĕшу тунă. Вĕсенчен 39-шĕ бюджет тулашĕнчи сферăра вăй хурать. ЧР Ĕçлевпе социаллă хутлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, вăхăтлăх ĕçе кăçал вырнаçтарнă çамрăксенчен 582-шĕ - сахал тупăшлă çемьерен, 15-шĕ - тулли маар е нумай ачаллă çемьерен, 58-шĕ - çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссире шута илнисем. Камсен ыйтăвĕсене чи малтан пăхса тухаççĕ-ха? Вĕсем - сахал тупăшлă тата нумай ачаллă, ĕçсĕр граждансен çемйисенчи çул çитмен çамрăксем, сусăрсемпе тăлăхсем, ача çурчĕсенче пурăнакансем, йĕркене пăснă,  учетра тăракан ачасем. Сăмах май, 14-18 çулсенчи çамрăксене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусене 58-16-04 номерпе шăнкăравласа уçăмлатма пулать.

Роза ВЛАСОВА

Валентина МАЛЫШЕВА: Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине, ĕç урокĕсене вĕрентекен,

- Пирĕн шкулти ачасем çуллахи вăхăтра кăçал кăна марĔ темиçе çул ĕнтĕ вăрмана хура çырла, хурăн тата хăмла çырли татма çуреççĕ. Çак ĕçе кĕçĕн класра вĕренекенсем те хутшăнаççĕ. Вăрман çимĕçне ашшĕ-амăшĕпе аслă классенче вĕренекенсем Улатăр хулине кайса сутаççĕ. Ачасем хăйсем валли шкул çи-пуçĕ туянма нухрат ĕçлесе илеççĕ. Ачаран укçа тытма хăнăхаççĕ. Ун хакне пĕлсе усеççĕ. Ачасене ĕç урлă воспитани пани питĕ тĕрĕс. Пĕр вăхăтра пĕтерчĕç ăна. Халĕ патриотизм, ĕç воспитанийĕ парасси патне çĕнĕрен таврăнатпăр. Çакă пĕлтерĕшлĕ, питĕ кирлĕ пулнине туйрĕç курăнать. Çырла татнисĕр пуçне вĕренекенсем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле милĕк хатĕрлеççĕ, кăмпа пуçтараççĕ, сиплĕ урăксем пухаççĕ. Шкулта çулсеренех ĕç практики пулатчĕ. Кăçал кăна коронавирус инфекцийĕ сарăлнăран йĕркелеймерĕмĕр. Шкул пахчинчи йăрансем çинче кăçал сухан кăна усеет. Ытти çулсенче ачасем ĕç кĕнеки йĕркелесе хăш кун мĕн ĕçленине çырса пыраттăмăр. Ачасем миçе кун ĕçе тухнине шутлаттăмăр. Чи хастаррисен ячĕсене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Пĕлу кунĕнче, асăнаттăмăр.

Герман БОРЕДСКИЙĔ Вăрмар районĕнчи Пинер шкулĕн директорĕ,

- Ял ачисем ĕçпе пиçĕхсе усеççĕĕ Çакă вĕсене çын пулма, кăмăла çирĕплетме, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшать. Хамăр ялта хуçалăх çук, çавăнпа пирĕн вĕренекенсем куршĕ ялсенчи, Куславкка тăрăхĕнчи фермерсем патне, Тутар Республикинчи хуçалăхсене ĕçлеме çуреççĕ. Çырла пуçтарма, çум çумлама, хăяр татма пулăшаççĕ. Хуçалăхсенчен ачасене автобуссемпе килсе илеççĕ. Вĕрентекенсем кунне 500-700-шер тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. Çавăн пекех килти хушма хуçалăхсенче ашшĕ-амăшне выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал пăхма, утă хатĕрлеме пулăшаççĕ. Хăшĕсем 2-3-шер ĕне усраççĕ. Ачасем кĕтĕве те çуреççĕ. Кăçал коронавирус инфекцийĕ пусмăрланăран ачасем шкулти практикăна çуремеççĕ. Дистанци мелне пăхăнмах тивет. Апла пулин те шкул пахчинче тĕрлĕ çимĕç, чечек устеретпĕр. Кăçал ку ĕç учительсемпе техничкăсем çине тиенчĕ. Республикăра шкул пахчисене пăхса тăрас енĕпе ирттерекен ятарлă конкурсра виçĕм çул 2-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Кăçал та хутшăнасшăн ку тупăшăва.

Хыпар



28 июля 2020
11:31
Хроника
Поделиться