Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта - ял хуçалăх министрĕ

 Июлĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Енĕн кăнтăр районĕсене ĕçлĕ çул çỹревпе тухнă май республикăри Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те пулчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова, структура подразделенийĕсен, АПК организацийĕсен ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннипе республикăн, çав шутра муниципалитет пĕрлĕхĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине сỹтсе явас ыйтусемпе канашлу иртрĕ.

Унта çавăн пекех патшалăх агрохими службин "Чувашский" центрĕн директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Коршунов, республикăри патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕн начальникĕ - ЧР патшалăх тĕп инженер-инспекторĕ Владимир Димитриев, "Чувашхлебопродукт" акционерсен пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Юрий Степанов хутшăнчĕç.

Сергей Артамонов республикăри ял хуçалăх аталанăвĕн патшалăх программисем тата ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Агропромышленность комплексне патшалăх пулăшу кỹрекен енсене çутатрĕ.

Министр Юхмапа Пăла тăрăхĕ пуçарулăх бюджечĕн проекчĕсене пурнăçа кĕртессине хастар явăçнине палăртрĕ. Шăпах вĕсем халăх пурăнакан вырăнсен социаллă инфратытăмне аталантармалли нумай ыйтăва татса пама май параççĕ. Ялсенче пурăнас тата ĕçлес текенсемшĕн кăçал çăмăллăхлă ипотека кредичĕ илмелли программа ĕçлеме пикеннĕ. Вăл пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май паратех. Сергей Артамонов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ырă хыпара кашни çын - АПК предприятийĕнче вăй хуракан - патне çитерме сĕнчĕ.

Çавăн пекех Сергей Геннадьевич регионти аграрисене кỹрекен патшалăх пулăшăвĕ хăватлă техника туянма, ку чухнехи выльăх-чĕрлĕх фермисене тума май панине, тăкаксене туллин саплаштарма пултарнине асăнчĕ. Каласа хăвармалла, кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев сĕннипе хамăр çĕршывра тата Таможня пĕрлĕхĕнче туса кăларакан техникăна туяннă чухнехи тăкакăн 40 процентне каялла (субсиди шучĕпе) парса пулăшаççĕ. Кунта лизингпа туяннă чухнехи те кĕме пултарать.

Сергей Артамонов ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли программăна пурнăçа кĕртни тăван тăрăха малалла аталантарма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, пурăнмалли хăтлă условисем тума пулăшнине палăртрĕ. Юлашкинчен вăл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, хуçалăх предприятийĕсен, хресчен фермер хуçалăх ертỹçисен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Çавăн пекех Александр Коршунов тăпрана извеçлес тата фосфорлас, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес, Юрий Степанов район аграрийĕсемпе килĕштерсе ĕçлес, çĕнĕ тухăç хакĕсемпе килĕшỹ тăвас, Владимир Димитриев тыр-пул пухса кĕртнĕ тапхăрта хăрушсăрлăх техникин йĕркисене çирĕп пăхăнмалли ыйтусене хускатрĕç.

Светлана Чернова хăйĕн сăмахĕнче районăн социаллă пурнăçпа экономикăн аталанăвĕн малашлăхри пилĕк çуллăх программин проекчĕпе паллаштарчĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



28 июля 2020
10:48
2020 год,
2020 год
Поделиться