Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аталану çулĕ такăр пултăр

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев июлĕн 24-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче республикăн 2025 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программипе паллаштарни пирки "Авангард" хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.

Çак программăн ырă енĕсене Чăваш Енре пурăнакансем, паллах, вăл шутра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем те çитес пилĕк çуллăхра лайăх хак парасса шантарсах калама пулать. Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ- финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх асăннă тапхăрта районти ялсенчи инфратытăма аталантарма 78 проекта тата коммерцин 17 проектне пурнăçа кĕртме палăртнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ - 3255,13 миллион тенкĕ. Çак нухратăн 61 процентне федераци, 39-шне республика бюджечĕсенчен уйăрĕç. Коммерци проекчĕсен хакĕ - 400 миллион тенке яхăн.

Тĕп проектсенчен пĕри - автомобиль çулĕсене, пурĕ 87 çухрăм, çĕнĕрен сарасси тата тĕпрен юсасси. Унсăр пуçне 12 участокра республика тата район пĕлтерĕшлĕ утма çулсем (тротуарсем) тумалла.

Вĕрентỹ отраслĕнче те пурнăçлама палăртнă тĕллев сахал мар: икĕ ача сачĕн çуртне реконструкцилесе хăтлă спорт заллă пуçламăш шкул-ача сачĕ, икĕ шкулта хушма здани çĕкленĕ, тепĕр шкулпа спорт площадки тата виçĕ ача сачĕ тĕпрен çĕнелĕ, пĕлỹ çурчĕсенче юсав ĕçĕсем йĕркелĕç тата ытти те.

 Çавăн пекех комплекслă программăра спорт отрасльне те пысăк тимлĕх уйăрнă. Шăнкăртамра спорт комплексне, виçĕ ялта футбол площадки тума, икĕ стадиона тĕпрен юсама, спорт площадкисене оборудованисемпе пуянлатма палăртнă.

Çак тапхăрта Патăрьелĕнчи Кепе юханшывĕ хĕрринчи кану вырăнĕ хăйĕн хăтлăхĕпе халăха савăнтарма тытăнĕ, Патăрьел тата Шăнкăртам ялĕсенче пурăнакан нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çĕклеме уйăракан микрорайонсене социаллă, инженери тата транспорт инфратытăмĕн пĕтĕм комплексĕпе тивĕçтермелли ĕçсем те вĕçленĕç.

Хальхи вăхăтра район халăхне пахалăхлă таса шывпа тивĕçтересси çивĕч тăрать. Канализаци сооруженийĕсем кивелнĕ, шыв башнисене, скважинăсене те юсамалла. Çынсене çултан-çул пăшăрхантаракан çак ыйтусем малашне комплекслă программа пулăшăвĕпе татăлĕç. Сăмах май каласан, Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе йĕркеленĕ "Тỹрĕ эфир" кăларăмра районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн сотрудникĕ Ольга Павлова шăпах çак ыйтăва хускатнăччĕ.

 Тĕл пулусенче ял çыннисем çул пирки çеç мар, урамсенче каçсерен çутă пулманни пирки те пăшăрханса калаçаççĕ. Пилĕк çуллăх программипе Аслă Чемен, Шăхач, Турхан, Çĕньял, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсенчи çул хĕррисене çутăпа тивĕçтерес ĕçе пурнăçлама палăртнă.

Район администрацийĕ культурăна аталантарас, халăха канма кирлĕ услови туса парас ыйтăва яланах тимлĕхре тытать. Малашне те ятарлă программăпа культура учрежденийĕсене хăтлăлатас тата вĕсене юсас ĕç тĕп вырăнта пулĕ. Юлашки çулсенче çеç

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче виçĕ çĕнĕ клуб хута кайрĕ, 10 культура çуртне юсаса çĕнетрĕç. Комплекслă программăпа килĕшỹллĕн тепĕр 10 ялта клуб тума, ачасен ỹнерпе искусство шкулне реконструкцилессине вĕçлеме, 9 клуба юсама,16 ял тăрăхĕнче çар мухтавĕн палăкĕсене тирпейлесе çĕнетме палăртнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Тикеш хулашĕ федераци статусне кĕрекен археологи палăкĕ шутланать. Унăн никĕсĕ çинче этнокомплекс çĕкленĕ. Çак объект малашне Патăрьелсемшĕн истори тата этнографи туризмне аталантармалли çăлкуç пулса тăрĕ. Туристсен центрĕн эскиз проектне строительство министерствин хула строительствин канашĕ ырланă. Çывăх вăхăтра çак хулашра та хĕрỹ ĕçсем пуçланмалла.

Пĕтĕмĕшле илсен, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программи халăх пурнăçне тата ытларах хăтлăлатма, паян ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах пурăнма услови тума пулăшĕ. Регион ертỹлĕхĕн витĕмлĕ пулăшăвĕ Патăрьелсене те аталану çулĕпе шанчăклăн утма май парĕ.

 Хаклав

 Рудольф Селиванов, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Республикăн 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли комплекслă программа пĕтĕмпех халăхăн ырă пуласлăхĕпе çыхăннă: промышленность, ял хуçалăх комплексне çирĕп- летесси, социаллă сферăна аталантарасси, çынсене пурăнма, канма хăтлă услови туса парасси тата ытти те. Паянхи кун нимĕнле сферăра та малашлăха палăртмасăр ĕçлеме май çук. Çавăнпа та Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев муниципалитетсем умне лартнă çивĕч тĕллевсем вăхăтлă та, кирлĕ те. Çакă вара халăх пурнăçне лайăхлатас ĕçре район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен хастарлăхне тата ытларах ỹстерме, инвестицисене ытларах явăçтарма май парать. Вăл шутра Юхмапа Пăла тăрăхне 2020_2025 çулсенче аталантармалли программăра палăртнă проектсем пурте пĕрлехи вăйпа пурнăçланасса шансах тăратпăр.

 А. ЕГОРОВА

Авангард



31 июля 2020
17:36
Поделиться