Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентешĕмĕре юбилей ячĕпе - медаль

РАЙОН тулашĕнче пурăнакан хисеплĕ ентешĕмĕрсен çитĕнĕвĕ, пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ пирки илтме те, вĕсем пирки мăнаçланса калаçма та кăмăллă. Акă, çак кунсенче çеç патшалăх деятелĕ, Раççей Федерацийĕн патшалăх тĕп советникĕ, Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ, Первомайскинче кун çути курнă Николай Смирнов 65 çул тултарнă. Çак ятпа ăна "Чă-ваш автономине туса хунăранпа 100 çул" асăну медалĕпе чысланă. Сумлă награда унăн республика умĕнчи ырми-канми ĕçне, професси ăсталăхне, таса чун-чĕрепе тăрăшнине хак пани.

Николай Васильевич хăйĕн ĕçлĕ кун-çулне финанс службинче, республикăри бюджет системине аталантарас тĕллевпе тăрăшса ирттернĕ. Чăваш Енĕн финанс министерствинче 30 çул ĕçленĕ, вăл шутра 18 çул министр "лавне" туртнă. Вăл _ Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ. Ентешĕмĕрĕн сумлă наградисем татах та пур: "Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçшĕн" II степеньлĕ орден медалĕ, тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе Тав çырăвĕсем тата ытти те. Николай Васильевича эпир те сумлă юбилей ячĕпе саламлатпăр, малашне те республикăшăн, районшăн тăрăшма иксĕлми вăй-хал, ăнăçупа çитĕнỹ сунатпăр.

Авангард



31 июля 2020
17:25
Поделиться