Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патшалăх пулăшăвĕшĕн тав тăваççĕ

 РЕСПУБЛИКА Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвĕпе кăçал сăвакан ĕне усракансене патшалăх укçан парса пулăшать. Çак нухрата Кивĕ Ахпỹртре пурăнакан Николайпа Наталия Арлановсем те тивĕçнĕ. Нумай пулмасть вĕсем 43 пин тенкĕ укçа илнĕ. Килти фермăра паянхи кун сăвăнакан 10 ĕне усраççĕ, талăкра 170 -180 литр сĕт сутаççĕ. Выльăх-чĕрлĕхран кĕрекен тупăш укçипе Арлановсем çурт-йĕрне çĕнетеççĕ, ачисене, мăнукĕсене пулăшаççĕ. Вăхăтĕнче хуçалăхра дояркăра тата скотникра ĕçленĕ мăшăр патшалăх ялта пурăнакансене паракан çакнашкал çăмăллăхсемшĕн чун-чĕререн савăнать.

Аса илтеретпĕр: субсидие 1 ĕнешĕн 2300, икĕ ĕнешĕн кашни пуçшăн 3300, виçĕ е ытларах ĕнешĕн 4300-шер тенкĕ укçа параççĕ. Кирлĕ хутсене ял тăрăх администрацине тăратмалла.

Авангард



31 июля 2020
17:28
2020 год
Поделиться