Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Районти хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне 1175 гектар (пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 10 процентне яхăн) пухса çапнă. Йĕтемсем çине 4400 тонна çĕнĕ тухăç кĕнĕ. Ĕççи "Исток" çĕр ĕç фирминче, акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕнче, "Красное Знамя", "Труд" ял хуçалăх кооперативĕсенче тата хăш пĕр уйрăм хуçалăхсенче ăнăçлă пырать.

Нумай çул ỹсекен курăксен иккĕмĕш хутне çулса пĕтернĕпе пĕрех. Сенаж хураççĕ.

362 гектар (82 процент) сухан-севока кăларнă.

Авангард



31 июля 2020
17:31
Хроника
Поделиться