Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Первомайскинче тротуар пулĕ

 Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селивановпа унăн çумĕ, строительство тата обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕпе Алексей Емельяновпа тĕл пулчĕç, Первомайскинчи автомобиль çулĕ çумĕпе тăвакан тротуар проектне сỹтсе яврĕç. Ялта утма çул çукки çуран çỹрекенсемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Район Пухăвĕн депутачĕ шăпах çак ыйту пуçаруçи.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



25 августа 2020
10:56
Хроника
Поделиться