Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта – юстици службин ертỹçи

Иртнĕ эрнекун пирĕн районта Чăваш Республикин юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертỹçи Дмитрий Сержантов ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă.

Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă май Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине малашлăхри пилĕк çулта аталантармалли комплекслă программăна сỹтсе явнă. Çавăн пекех Шупашкар хăни ЗАГС пайĕпе нотариус ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

 Дмитрий Сержантов ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнчех Пикшик ял тăрăхне (пуçлăхĕ Эмир Алимов) Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурсăн регионти этапĕнче «Хула строительствин политики, халăха пурăнма хăтлăх кĕртес тата коммуналлă хуçалăха аталантарас» номинацире виççĕмĕш вырăн тухнăшăн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн дипломĕпе тата ЗАГС пайне (ертỹçи Наталья Емелина) 2019 çулхи пысăк кăтартусемшĕн Чăваш Енри юстици ĕçĕсен патшалăх службин Хисеп грамотипе чысланă.

А. ИВАНОВ.

Авангард



25 августа 2020
10:54
2020 год
Поделиться