Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ыранхи кун паянхи ĕçсенчен килет

Ĕнер районта ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешковпа Кирилл Ермолаев пулчĕç. Хăнасене район пуçлăхĕ Михаил Петров тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кĕтсе илчĕç.

Патăрьел районĕ яланах пуçаруллă та маттур çынсемпе пуян пулнипе палăрса тăрать. Çакна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тата ыттисем те тепĕр хут курса ĕненчĕç. Сăмах май, Олег Алексеевич мартăн 13-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕрремĕш хут ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май тĕнчипе паллă А. Кокель художникăн реставрациленĕ музей-çуртне уçнă тата Шăнкăртамри аш-какая тирпейлекен "Баракат" тата сĕте тирпейлекен "Эко Продукт" кооперативсене хута янă çĕре хутшăннăччĕ. Ун чухне вăл вăл çĕнĕ цехсем уçăлни Патăрьелсемшĕн кăна мар, республикăшăн та ырă пулăм пулнине палăртса хăварнăччĕ. Хальхинче те Олег Алексеевич Шăнкăртамри Ф. Чабатов, Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермерсен хуçалăхĕсене тата Анат Туçари "Лук-Агро" кооператива çитсе курнă хыççăн та районта пĕчĕк тата вăтам бизнес аван аталанса пынине пĕрре мар асăнчĕ.

Ферид Чабатовăн 520 гектар çĕр. Технологие пăхăнса, çĕнĕлĕхсенчен юлмасăр пынăран çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Акă, тыр-пул тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 45 центнерпа танлашнă. Ĕне-выльăх та тытать. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх каяшне тата ĕне-выльăха пусса тирпейлекен цехсене хута янă.

 Фермер осетр йышши пулăсене ĕрчетессипе те тăрăшать. Хупă бассейна 2017 çулта ĕçе кĕртнĕ. Унта шыв чĕрчунĕсене пурăнма пур услови те пур. Ф. Чабатовăн ĕмĕчĕсем пысăк. Хаклă йышши пулăсене тата хура вăлчана консервăласа сутма тĕллев лартнă.

Пирĕн района республикăра вăрлăх сухан çитĕнтерекен тăрăх пулнипе лайăх пĕлеççĕ. Севока хăйне майлă Юхмапа Пăла енĕн бренчĕ тесен те юрать. Анат Туçари "Лук - Агро" кооператив шăпах асăннă культурăна туса илессипе аван ĕçлет. Кăçал ăна пурлăхпа техника базине пуянлатма патшалăх пулăшу та кỹчĕ. Кооператив членĕ Леонид Кузнецов хуçалăхпа паллаштарнă май чылай ĕçе механизацилеме тăрăшнине, кăçал тата 100 тонна продукци кĕмелĕх управ тунине, объект хута кайсан тата виçĕ ĕç вырăнĕ хушăнассине пĕлтерчĕ.

Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер ỹсен-тăран тата выльăх- чĕрлĕх отраслĕсене пĕрле аталантарса пыма тăрăшать. 1401 гектарта вăл тыр-пул, нумай çул ỹсекен курăк тата ытти культура çитĕнтерет. Выльăхсене валли апат çителĕклĕ хатĕрлет. Кĕтĕве тата пысăклатма тĕллев лартнăран çĕнĕ ферма тунă. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тата ытти сумлă хăнасем те шăпах ăна уçнă çĕре хутшăнчĕç .

Ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнчех ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ял тăрăхĕ-сен пуçлăхĕсемпе, хастарсемпе тĕл пулчĕ, регионăн 2020-2025 çулсенчи комплекслă программине Патăрьел тăрăхĕнче аталантарассине сỹтсе яврĕ.

О. ПАВЛОВА

АВАНАГРД



15 сентября 2020
10:16
2020 год
Поделиться