Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕл илемĕ илĕртет, çул çинче асăрханма та хистет

 РАШТАВ пуçланичченех тавралăх шурă кашмапа витĕнчĕ. Ирхине тата каçхине çанталăк сивĕрех пулнăран, кăнтăрла ăшăтнăран çулсем çỹхе пăрпа витĕнеççĕ. Çавăнпа та çуран çỹрекенсен те, автомобильпе çула тухакансен те малашне пушшех асăрханулăха ỹс- термелле. Ку тĕлĕшпе çул-йĕре пăхса тăракан организацисем хăйсен хĕллехи сезонне пуçларĕç темелле. Патăрьелĕнчи "Чистое село" предприяти ĕçченĕсем ирсеренех утма çулсене пĕчĕк тракторпа юртан тасатаççĕ, хăйăрпа-тăвар хутăшĕ сапаççĕ. Район центрĕнчи аслă урамсенче те çул-йĕре пăхса тăракан организацисен тракторĕсем ĕçлеççĕ.

 

Авангард



27 ноября 2020
11:20
Хроника
Поделиться