Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Виççĕмĕш вырăнта

 Республикăра 2020 çула пĕтĕмлетсе "Кооператив организацийĕ - халăха çамрăк выльăх тата чăх-чĕп сутассипе ĕçлекен лидер" конкурса пĕтĕмлетнĕ.

 Чăвашпотребсоюзăн кооператив организацийĕсем 9 уйăхра 143 пин пуç ытла çăмарта тăвакан чăхсем, хур, кăвакал, чăх чĕпписем сутнă. Çак ĕçре Патăрьел райповĕ те пысăк хастарлăх кăтартнă, халăха 13 пин ытла чăх-чĕппе тивĕçтернĕ. "Кооператив организацийĕ - халăха çамрăк выльăх тата чăх-чĕп сутассипе ĕçлекен лидер" конкурсра виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ.

 (Хамăр корр.).

Авангард



04 декабря 2020
09:21
2020 год
Поделиться