Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ФАПсем - халăхшăн

"Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕ районта ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Маларах Кивĕ Ахпỹртре, Вăтаелĕнче, Татмăшра, Шăхачра, Именкассинче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçнăччĕ. Ялсенче сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем çĕнелни кама савăнтармĕ? Вĕсене ку чухнехи условисемпе тивĕçтерсе çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнă. 2024 çулччен Ыхра Çырминче, Шăнкăртамра икĕ, Çĕнĕ Ахпỹртре, Сăкăтра, Туçара, Турханта - пурĕ 8 çĕрте - çĕнĕ врач амбулаторийĕсем тăвасшăн. Проекчĕсене хатĕрлеççĕ.

 Кĕçĕн Патăрьелĕнче, Тăрăнта, Красномайскинче (пурĕ 8 çĕрте) çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хута яма палăртнă. Проекчĕсене хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех. Вĕсене алă пусса çирĕплетессе çеç кĕтетпĕр.

Кĕçĕн Арапуçĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ кĕçех пациентсене йышăнма пикенĕ.

Районти тĕп больница поликлиникинче те кабинетсем çитмеççĕ. Малашлăхри планра хушма çурт туса анлăлатасси те пур. Тĕпрен юсав ĕçĕсене пурнăçламалли те тупăнать.

Программăпа пирĕн 27 объект хута ямалла.

Çак кунсенче района икĕ санитари машини пани те кăмăллă. Коронавируспа кĕрешнĕ самантра пушшех те курăмлă пулăшу пулчĕ.

Сывлăх пулсан пуринчен эпир пуян. Халăх сыв- лăхне упрас ĕçре эпир çĕнĕрен-çĕнĕ объектсем çĕклесе вĕсенчи ĕç условийĕсене, сиплеве лайăх- латса пыма тăрăшатпăр.

Н. ТИНЮКОВ, район больницин тĕп врачĕ.

 Авангард



25 декабря 2020
10:01
Хроника
Поделиться