Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тирпей-илем тăвар-ха, халăх

Район администрацийĕн 2021 çулхи мартăн 30-мĕшĕнчи постановленийĕпе килĕшỹллĕн тавралăха ешĕллетес, хăтлăх кỹрес, санитарипе экологи субботникĕсем, "Йывăç ларт тата ăна сыхла" Йывăç кунне йĕркелес тĕлĕшпе мероприятисен планне хатĕрлесе çирĕплетнĕ.

Çавна май Юхмапа Пăла тăрăхĕнче апрелĕн 23 тата майăн 7-мĕшĕсенче ял тăрăхĕсенче, организаци-предприяти, учреждени территорийĕсенче, уйрăм сыхăлăхри çут çанталăх территорийĕсенче, шыв сыхлав зонисенче, урамсенче санитарипе экологи субботникĕсем, Йывăç кунне ирттерме палăртнă. Район, ял илемĕшĕн тăрăшса çак пархатарлă ĕçе пурин те пысăк ăнланулăхпа, хастарлăхпа хутшăнмалла. Хамăр пурăнакан тавралăха тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă субботниксем апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа майăн 31-мĕшĕччен пыраççĕ.

 Çулсеренех юр ирĕлсе шыв-шур типнĕ хыççăн тасатмалли, тирпейлемелли, çав вăхăтрах çуркуннехи нỹрпе усă курса йывăç-курăк лартса хăвармалли яваплă тапхăр шутланать. Çавăнпа та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, предприяти, учреждени, мĕн пур харпăрлăх формиллĕ организацисен ертỹçисен территорисене тирпей-илем кĕртес, санитарипе экологи субботникĕсем, Йывăç кунне йĕркелес, маларах лартнă йывăçсене çĕнетес, çынсен кану вырăнĕсене, палăк, масар таврашĕсене, ача-пăча лапамĕсене, çурт-йĕр таврашĕсене, çỹп-çап тăкмалли площадкăсене тата ыттисене те вăхăтра тасатас тĕллевпе мероприятисен планне туса çирĕплетмелле.

Çĕр типшĕрсе пынă май уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансен те çурт-йĕр таврашне, урамсене тасатмалла, йывăç-курăк, чечексем лартса тавралăха хăтлăх, илем кỹмелле.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



06 апреля 2021
11:40
Хроника мероприятий
Поделиться