Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кашнийĕн тăрăшмалла

 Халăх сывлăхне сыхлас ыйтупа ĕçлекен районти канашăн ларăвĕ иртнĕ. Ăна комисси председателĕн çумĕ - Патăрьелĕнчи тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков ертсе пынă.

 Мероприятинче чи малтан Халăх сывлăхне сыхлас ыйтупа ĕçлекен районти канашăн 2022 çулхи ĕç планне çирĕплетнĕ. Ун хыççăн Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Светлана Петрянкина районти икĕ уйăхри санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне анализ туса панă.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче, организаци-предприятинче ĕçлекенсем ГТО нормине еплерех тултарни пирки "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Ильдар Камалетдинов тухса каланă. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен 50 процент ытларахăшĕ ятарлă норматива тултарнăран муниципалитет республикăра 6-мĕш вырăн йышăнать. 2021 çулта "Спорт - пурнăç норми" федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта ГТО нормисене памалли ятарлă лапам тунă.

Шалти ĕçсен министерствин районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Алексей Быков спирт тытăмлă продукцие легаллă мар майпа тивĕçтерессине чарса лартассипе тунă ĕçсем, саккуна пăснă 107 тĕслĕхе тупса палăртни, административлă протокол çырни пирки каланă.

 (Хамăр корр.)

 

 

Авангард



01 апреля 2022
14:18
Поделиться