Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Туянакан ыйтăвне мала хураççĕ

Пĕтĕм тĕнчери потребкоопераци кунне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче паллă тунă чухне Патăрьел райпо ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май унăн канашĕн председателĕ Сергей Счетчиков Красномайскинчи куллен кирлĕ таварсем сутакан лавкка ĕçченĕсен тăрăшулăхне палăртса хăварнăччĕ. Кунта вăй хуракан Лейла Тагировăпа Кристина Егорова халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултарнине çирĕплетнĕччĕ. Ялĕ тем-тĕр пысăках мар пулсан та суту-илĕве аван йĕркелесе пыраççĕ сутуçăсем. Халăх виçĕ лавккана ( тата иккĕшĕ уйрăм çынсен) утать пулин те умри тĕллевсене пурнăçлаççех.

 - Сутуçăсем паянхи пурнăçпа пурăнаççĕ. Тавар туянакана мĕн кирлине пĕлеççĕ. Çуркуннерен кунта строительство материалĕсем (цемент, пăта, клей, сăрă...) турттаратпăр. Çăкăр-булка, кукăльсем лайăх сутăнаççĕ. Конфет-печенисенчен татăк тăмаççĕ. Пулă, аш-какай таранах пур. Çулла пылак шыв та лайăх каять. Кăçал шăрăх тăчĕ,- тет Л.Тагировăпа К.Егорова ĕçченсен пултарулăхне палăртса райпон тĕп экономисчĕ Людмила Хитрова.

 Сăмах май сутуçăсенчен ĕçĕн вăрттăнлăхне палăртма ыйтрăм. - Маларах лавкка сăн-сăпачĕ илĕртỹллех марччĕ. Ỹркенмесĕрех сăрларăмăр. Кирлĕ тавара туянакан хăй суйласа илме пултараймастчĕ.

Суту-илỹ залне урăхлатрăмăр. Çуллахи вăхăтра ялта ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патĕнче ывăлĕ-хĕрĕ, мăнукĕсем канаççĕ. Вĕсем хуласенче тавара хăйсем суйласа илме хăнăхнă. Мĕншĕн çапла тăвас мар? Çакă та килĕшрĕ туянакана. Мĕн кирли пурте пур,- тет Лейла Ансаровна заведующи.

- Халăх кăмăлне кура ĕçлеме тăрăшатпăр. Ялта пурăнакана тем те кирлĕ. Кăçал çĕрулми пахчисене колорадо нăрринчен çеç миçе хутчен наркăмăш сапма тиврĕ. Пĕр е икĕ кун каярах юлсан "иккĕмĕш çăкăрăн" аврине çеç хăвараççĕ. Çавăнпа та им-çама çителĕклĕ кỹртерсе килме тăрăшрăмăр. Тутарстан Республикинчи хăш-пĕр ялсенчен пирĕн лавккана çỹрекенсем йышлă,- калаçăва хутшăнать Кристина Андреевна.

Лавкка кану кунĕсемсĕр, кăнтăр апатне хупмасăр, вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлени те халăхшăн кăмăллă. Тепĕр чухне вăрмана милĕке, çырлана çỹрекенсем те кĕрсе тухаççĕ. Куллен кирлĕ таварсăр никам та пурăнмасть-вĕт.

 -Суту-илỹ залĕяланах тирпейлĕ кунта. Тавар туянакана пĕр тĕрлине çеç сĕнмеççĕ. Мороженнăях илер. Ăçтан çеç турттармастпăр. Çурма хатĕр апатсем (пельмень, котлет...) нумай сутăнаççĕ. Çуллахи вăхăтра килте аш авăртса пĕçерме вăхăчĕ те хĕсĕкрех. Тỹлевĕшĕн ỹпкелемеççĕ. Ĕçленине кура илеççĕ. Вăр-варлăхĕ çитет, - тет Людмила Николаевна.

Таварçаврăнăшĕ пĕчĕк мар лавккара. Ача-пăча кĕпи те, вырăн таврашĕ те, çăмăл пушмак та кирлĕ халăхра. Çуралнă кунсенче, юбилейсенче, туйсенче парне те кỹмелле. Суйла та ил. Пĕр-пĕр урăхрах тавар килес пулсан кỹрши-арши те ыйтать. Тивĕçтермеллех. Килсенче çăкăр сайра пĕçеретпĕр халĕ. Ăна туянма килнĕскер ыттине те пăхать. Вут чĕртме шăрпăк кирлишĕн тăвар илессишĕн аякка тухса çỹременни савăнтарать. Суту-илỹ сентри çинче çук тавара икĕ-виçĕ кунра кỹрсе килсе пама пултараççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



22 июля 2022
11:50
2022 год
Поделиться